Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Хура кӗр те ҫитрӗ (М. Сунтал)


Хура кӗр те ҫитрӗ,
Шурӑ юр кӑшт ӳкрӗ...
Ҫулҫине те тӑкрӗҫ мӗн пур йывӑҫсем.
Пӗр шур хурӑн темшӗн,
Тен, кӗрхи илемшӗн,
Пуҫӗнчен салтмарӗ тутӑрне.
Тӗнчере тем тӗрлӗ пикесем те пур-тӑр?
Шеп пуль курӑнаҫҫӗ арҫын умӗнче?
Пӗрне ҫеҫ тем пулнӑ,
Хурӑн пек вӑл юлнӑ-
Чӑн илем кӳрес пек пуҫтарать тумне.
Пӗр енчен ҫӗленӗ тӗрлӗ тӗслӗ ҫипӗ
Курӑнать сар хурӑн янӑ эреш пек.
Акӑ кӑштӑн вӗрчӗ кӗрхи сивӗ ҫилӗ -
Халӗ киленетӗн шап-шур урипе!.
Темӗн чухлӗ пулӗ тӗнчере хитре хӗр.
Темӗн чухлӗ пулӗ шап-шур хурӑнсем.
Анчах темӗн пулчӗ, пӗрне ҫеҫ эп куртӑм,
Пӗринпе килентӗм темӗнччен...
Хура кӗр ҫитсеччӗ,
Шурӑ юр ҫусаччӗ...
Ҫулҫине те тӑкрӗҫ мӗн пур йывӑҫсем.
Пӗр шур хурӑн темшӗн,
Тен, кӗрхи илемшӗн,
Пуҫӗнчи салтмарӗ тутӑрне.

Михаил Сунтал



Тулли верси :: Статья каҫми